| 12710 | Хӗрача — ҫичӗ ют таварӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12715 | Хӗрача — такана вӑрри, ывӑл ача — шӗшлӗ вӑрри. | Каччӑ — Хӗр |
| 12719 | Хӗрача — хӗнлӗхе, ывӑл ача — ырлӑха. | Каччӑ — Хӗр |
| 12700 | Хӗрача амӑшне сӗмленет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12701 | Хӗрача ашшӗ ирӗкӗнчен иртеймен. | Каччӑ — Хӗр |
| 12702 | Хӗрача ашшӗне хывсан, арҫын ача амӑшне хывсан — телейлӗ пулаҫҫӗ тет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12703 | Хӗрача ӑслине шырать, арҫын ача хитрине шырать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12704 | Хӗрача ӑсталӑхӗ тӗрринчен паллӑ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12705 | Хӗрача вӑл хӗрлӗ кайӑк, паян пур та ыран ҫук. | Каччӑ — Хӗр |
| 12706 | Хӗрача вӑл хӗрлӗ тавар, пӑсӑлма та пултарать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12708 | Хӗрача кӑмӑлӗ — сарӑ кайӑк кӑмӑлӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12709 | Хӗрача кукӑр пӑх кӑтартсан та кулать тет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12711 | Хӗрача ҫумри мӗлке пек: хыҫҫӑн чупсан тарать, ху тарсан хӑвалать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12712 | Хӗрача ҫылӑхӗ ӗмӗрлӗх. | Каччӑ — Хӗр |
| 12713 | Хӗрача ҫылӑхне пуп та каҫармасть. | Каччӑ — Хӗр |
| 12714 | Хӗрача ҫырла мар, пиҫсе ҫитнипех тӑкӑнмасть. | Каччӑ — Хӗр |
| 12632 | Хӗрача тунӑ чух Пирӗшти пырать, арӑм ҫын ача тунӑ чух усалсем пуҫтарӑнаҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12716 | Хӗрача ӳстерекен час ватӑлать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12717 | Хӗрача хакӗ чӑхран та йӳн. | Каччӑ — Хӗр |
| 12718 | Хӗрача хӗвел пек таса пултӑр. | Каччӑ — Хӗр |
| 12720 | Хӗрача хӗрӗхрен пӗрне суйлать теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12721 | Хӗрача чунӗ хӗлӗх ҫинче. | Каччӑ — Хӗр |
| 12722 | Хӗрача ыйхи — кайӑк ыйхи. | Каччӑ — Хӗр |
| 12723 | Хӗрачан савӑнасси пӗркенчӗк пӗркениччен. | Каччӑ — Хӗр |
| 12724 | Хӗрачан ҫивӗчӗ — виҫҫӗллӗ, шухӑшӗ — иккӗлле. | Каччӑ — Хӗр |
| 12725 | Хӗрачан хӗрелме те пӗлмелле. | Каччӑ — Хӗр |
| 12726 | Хӗрачана йӗке тумлантарать теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12727 | Хӗрачана хӗрхенни те вырӑнлӑ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12728 | Хӗрачана хӗрхӗҫ пулсан та юрать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12729 | Хӗрачана хисеплесси качча кайиччен теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12730 | Хӗрачапа арҫын ача — ураҫҫипе кумми пек теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12731 | Хӗрачашӑн ҫӗр хӗсӗк тенӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12735 | Хӗре сӑмах ытларах тивет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12736 | Хӗре хӗрелнинчен пӗлеҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12737 | Хӗре хирӗҫ хӗр тӑрать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12738 | Хӗрӗ ҫитӗнсен евчисем те тупӑнӗҫ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12739 | Хӗрӗ ҫуралнӑ ҫӗре каччи чупакан пулать. | Каччӑ — Хӗр |
| 12740 | Хӗрӗме калап, кинӗм, илт. | Каччӑ — Хӗр |
| 12741 | Хӗрӗме каларӑм, кинӗм илттер терӗм; кинӗме каларӑм, хӗрӗм илттӗр. | Каччӑ — Хӗр |
| 12742 | Хӗрӗн именчӗклӗхӗ алӑк урати урлӑ каҫиччен кӑна. | Каччӑ — Хӗр |
| 12743 | Хӗрӗн йӑви хӗрӗх ҫӗрте. | Каччӑ — Хӗр |
| 12744 | Хӗрӗн пылӗ, упан юнӗ теҫҫӗ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12745 | Хӗрӗн сӑнӗ чипер, чунӗ хура. | Каччӑ — Хӗр |
| 12746 | Хӗрӗн хӗрӗх анне, хӗрӗх пӗрремӗш — хулӑ. | Каччӑ — Хӗр |
| 12747 | Хӗрӗн хӗрӗх кил. | Каччӑ — Хӗр |
| 12748 | Хӗрӗн хӗрӗх сукмак. | Каччӑ — Хӗр |
| 12749 | Хӗрӗн хӳри кӗске. | Каччӑ — Хӗр |
| 12750 | Хӗрӗн ячӗ хӗрлӗхре. | Каччӑ — Хӗр |
| 12751 | Хӗрӗх ҫулччен качча тухаймасан хӗр хальлӗнех пӗтрӗм тет. | Каччӑ — Хӗр |
| 12752 | Хӗрӗхе ҫитиччен хӗр ятлӑ. | Каччӑ — Хӗр |